G20 саммитне мӗнпур ҫӗршывсен лидерӗсене-членсене, РФ Президентне Владимир Путина та чӗннĕ. Кун ҫинчен кӗҫнерникун, апрелӗн 21-мӗшӗнче, Индонезин финанс министрӗ Сри Мульяни Индравати пӗлтернӗ.
"Пур ҫӗршыв та G20 килме хӑйсен йыхравӗсене илнӗ", — пӗлтернӗ ведомство пуҫлӑхӗ, Пӗтӗм Тӗнчери валюта фончӗн тата Пӗтӗм Тӗнчери банкӑн ертӳҫисен ҫурхи сессийӗ шайӗнче семинарта тухса каланă май.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, йыхравсем государствӑсен пуҫлăхӗсене малтанах яраҫҫӗ, ҫырать Ekonomi кӑларӑм.
Вашингтонра Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗ Антон Силуанов тухса каланă вăхăтра ҫӗршывсен министерствисемпе центральнӑй банкӗсен пуҫлӑхӗсен — G20 должноҫри чылай ҫын ларуран тухса кайнӑ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Климентьев