Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
26 Апрелӗн 2022, 12:28

Путин Мускавра ООН генсекне йышăнать

#владимирпутин

Путин Мускавра  ООН генсекне йышăнать
Путин Мускавра ООН генсекне йышăнать

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин ООН генеральнӑй секретарĕпе Антониу Гутерришпа тӗл пулнӑ, пӗлтернет ТАСС.
Ку вӑл февралӗн 24-мӗшӗнче Украинӑра ятарлă çар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей патшалӑхӗн пуҫлӑхӗпе ООН генсекĕ хушшинчи пӗрремӗш ҫыхӑну пулӗ. Малтанхи хут вӗсем пӗлтӗрхи май уйӑхӗнче видеоҫыхӑнупа хутшӑннӑ, ун чухне Гутерриш Раççейре пулнӑ. Ун чухне кун йӗркинче тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑх енӗпе, ҫавӑн пекех гуманитари сферинче тӗнчери тата регионти проблемӑсен пӗр пайне сӳтсе явнӑ. Кунсӑр пуҫне, пӗлтӗрхи июнь уйӑхӗнче Путин Гутерриша Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн генеральнӑй секретарь постне суйланӑ ятпа саламлӑ телеграмма янă.
Ытларикун Путинăн тӗнчери пӗр контакт ҫеҫ мар пулӗ. Маларах Турци президенчӗ Реджеп Тайип Эрдоган пӗлтернӗ тӑрӑх, апрелӗн 26-мӗшӗнче унӑн Раҫҫей лидерӗпе телефонпа калаҫмалла.
ТАСС информацийĕпе.

Путин Мускавра  ООН генсекне йышăнать
Путин Мускавра ООН генсекне йышăнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: