Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
6 Июнӗн 2022, 10:08

Путин США Украинăна залппа пемелли çĕнĕ системăсем тăратма йышăнни пирки каланă

#владимирпутин  

Путин США Украинăна залппа пемелли çĕнĕ системăсем тăратма йышăнни пирки каланă
Путин США Украинăна залппа пемелли çĕнĕ системăсем тăратма йышăнни пирки каланă

США Украинӑна залппа пемелли ҫӗнӗ системӑсем тăратас решенире ҫӗнни нимӗн те ҫук. Ҫакӑн пек заявлени июнӗн 5-мӗшӗнче, вырсарникун, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тунӑ.

"Кунта ҫӗнни нимӗн те ҫук. Пӗрремӗшӗнчен, ку системӑсем Украина ҫарӗнче тахçанах хӗҫпӑшалланаҫҫӗ — совет, Раҫҫей "Град", "Смерч", "Ураган" производствин пĕрешкел системисем, — тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ Россия 1 " телеканалти «Москва. Кремль. Путин» программинче.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, инҫетлӗх системӑран мар, усӑ куракан ракетӑсенчен килет.

Артиллери лартасси ҫинчен калаҫнӑ май, Путин сӑмах ҫухатнине тултарасси ҫинчен пынине палӑртрӗ.

"Пӗтӗмӗшпе илсен, хӗҫпӑшалсем хушма поставкӑсем тавра тӑрмашнин, ман шутпа, пӗр тӗллев кӑна — хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫӗве май килнӗ таран малалла тӑсасси", — тесе палӑртнӑ Раççей лидерӗ.

Киев валли инçете перекен ракетӑсем ытларах тăратнă хушăра, Мускав та пĕтĕмлетÿсем тӑвать, хальлӗхе тӗкӗнмен объектсене пеме пуçлать, — вӗҫленӗ вӑл.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Метцель

Путин США Украинăна залппа пемелли çĕнĕ системăсем тăратма йышăнни пирки каланă
Путин США Украинăна залппа пемелли çĕнĕ системăсем тăратма йышăнни пирки каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: