+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Песков: июнь уйӑхӗнче РФ Президенчӗн тӳрӗ линийӗ пулмасть.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июнь уйӑхӗнче "тӳрӗ лини" ирттерме планламасть, анчах хатӗрленӳ пырать. Кун ҫинчен юнкун, июнӗн 8-мӗшӗнче, Кремлĕн официаллӑ представителĕ Дмитрий Песков журналистсене пӗлтернӗ.
"Тӳрӗ лини" ҫак уйӑхра пулма пултараймасть. Сроксене палӑртман-ха, хатӗрленеҫҫӗ. Техникӑпа калаçÿ тытăмне пӑхсан — ку кӑткӑс та пысӑк мероприяти", — тенӗ Песков журналист ыйтӑвне хирӗҫ, Президентӑн июнь уйӑхӗнче "тӳрӗ лини" пулассипе пулмасси пирки хуравласа.
"Известия" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Дмитрий Коротаев