Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
4 Июлӗн 2022, 14:11

Радий Хабиров: "Иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ пӗрремӗш вырӑн — питӗ тивӗҫлӗ результат".

Тĕплĕнрех - сайтра.

Радий Хабиров: "Иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ пӗрремӗш вырӑн — питӗ тивӗҫлӗ результат".
Радий Хабиров: "Иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ пӗрремӗш вырӑн — питӗ тивӗҫлӗ результат".

"Паян Пӗтӗм тӗнчери "Иннопром-2022" куравра Раҫҫей регионӗсенче, промышленноҫ политикине пурнӑҫлассин тухӑҫлӑхӗн рейтингӗн результачӗсене пĕлтерчĕç, Пушкӑртстан каллех пӗрремӗш ҫулталăк каяллахи пекех, - тесе ҫырнӑ соцсетьсенче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.

Промышленноҫ политикине эпир тӗрлӗ енӗпе лайӑхлататпӑр. Чи малтан, ку патшалӑх пулӑшӑвӗ – 18 мера 1,5 миллиард тенкӗлĕх.

Предприятисен кооперацийӗ валли пур площадкӑсем тӑватпӑр тата аталантаратпӑр. Республикӑра индустри тата 18 промышленноҫ паркне регистрациленӗ. Вӗсенче – 168 резидент, инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе 44 миллиард ытла тенкӗ. Пирӗн "Алга" ОЭЗ — Раççейре чи динамикӑлла аталанаканни.

Пысӑк ҫул-йĕр – промышленноҫ аталанӑвӗн Фондне ҫирӗплетесси. Эпир ҫӗршыв Правительствине регионсем федераци укҫи-тенкин шучӗпе хăйсен ФРП тишкерсе тухма май панӑшӑн тав тӑватпӑр. Ку пулӑшу питӗ кирлӗ. Халӗ пирӗн Фонд капитализацийӗ 1,5 миллиард тенкӗрен иртет.

Импорта улӑштарни, отрасль кластерӗсене йӗркелесси тата пулӑшасси, пысӑк шайри профессионалсене хатӗрлесси — пирӗн республикӑн промышленноҫра пысӑк ҫитӗнӳсем нумай. Эпир ытти регионсене паллаштаракан опыт та. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ умлӑ-хыҫлӑ пӗрремӗш вырӑн — питӗ тивӗҫлӗ результат".

 «Башинформ» информацийĕпе.

Радий Хабиров: "Иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ пӗрремӗш вырӑн — питӗ тивӗҫлӗ результат".
Радий Хабиров: "Иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ пӗрремӗш вырӑн — питӗ тивӗҫлӗ результат".
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: