Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
1 Августӑн 2022, 09:24

Владимир Путин Петропавловски собора ҫитсе курнӑ

#владимирпутин  

Владимир Путин Петропавловски собора ҫитсе курнӑ
Владимир Путин Петропавловски собора ҫитсе курнӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июлӗн 31-мӗшӗнче Санкт-Петербургри Петропавловски собора ҫитсе курнӑ, пĕлтерет Кремль пресс-служби.

 Патшалӑх пуҫлӑхӗ Петропавловски крепоҫӗнчи Санкт-Петербург историйӗн Патшалӑх музейне кайнӑ хыҫҫӑн собора ҫитсе курнӑ. Соборта Владимир Путин ҫурта лартнă, хушса пĕлтерет пресс-служба.

Маларах, июлӗн 31-мӗшӗнче, РФ Ҫар Тинĕс флочӗн (ВМФ) кунӗнче, Президент парада йышӑннӑ та Раҫҫей Тинӗсӗн ҫӗнӗ доктринине алӑ пуснӑ. Кун пирки патшалӑх пуҫлӑхӗ Кронштадтри тинӗс-ҫар парадӗнче пӗлтернӗ. Стратегилле интерессен зонисем тесе вӑл Арктика акваторийӗсене, Хура, Охотск тата Беринг тинӗсӗсен шывӗсене, Балтика тата Курил проливӗсене каланӑ.

https://iz.ru информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:  РФ Президенчĕн официаллă сайчĕ.

Владимир Путин Петропавловски собора ҫитсе курнӑ
Владимир Путин Петропавловски собора ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: