Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, августӑн 2-мӗшӗнче, Сывлӑш-десант ҫарӗсен личнӑй составӗпе ветеранӗсене ВДВ кунӗ ячӗпе саламларӗ. Салам текстне Раҫҫей Оборона министерстви сарнӑ.
"Ҫарсенче йӗркеленнӗ салтаксемпе офицерсен хальхи ӑрӑвӗ патриотла йăла-йĕркене тивӗҫлипе малалла тӑсать, кӑткӑс задачӑсене татса панӑ чухне яланах профессионализм, паттӑрлӑх тата хăюлӑх кӑтартать. Паллах, герой-десантниксен ӑслӑ та татӑклӑ ӗҫӗсем ятарлă çар операцийӗнче туллин палӑрчӗҫ", — палӑртрӗ Раҫҫей лидерӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, салтаксене "легендарлă" ҫунатлӑ пехотӑра служит тума", ҫак пӗрлешӳллӗ, никам ҫӗнтерейми ретре пулма тивӗҫнӗ". Путин десантниксем яланах характерлӑ та ҫирӗп пулнине, нимрен хӑраманнине, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пӗр хут чӗнсенех хатӗррине палӑртрӗ.
РФ Президенчӗ десантниксене ӑнӑҫу тата чи лайӑххи сунчӗ.
https://iz.ru информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Кристина Кормилицына