Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
5 Августӑн 2022, 18:02

Путин ВЭФ-2022 форума хутшӑнӗ

#владимирпутин

Путин ВЭФ-2022 форума хутшӑнӗ
Путин ВЭФ-2022 форума хутшӑнӗ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2022 ҫулхи сентябрьте Хӗвелтухӑҫ экономика форумне (ВЭФ) хутшӑнӗ. Кун пирки патшалӑх пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков августӑн 4-мӗшӗнче кӗҫнерникун пӗлтернӗ.
Маларах ВЭФ оргкомитечĕ каланӑ тӑрӑх, 40 ҫӗршыв представителӗсем 2022 ҫулта форума хутшӑннине ҫирӗплетнӗ. Форум пресс-служби ҫапла хушса хунă: форумра Инҫетри Хӗвелтухӑҫ аталанӑвӗн, тӗнчери тата регионти экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явма, ҫавӑн пекех кризисран тухмалли тата тĕнчен ҫӗнӗ архитектурине сӳтсе явма палӑртнӑ.
ВЭФ-2022 сентябрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен Владивостокра иртӗ. Форумӑн тӗп теми - "Нумай полярлӑ тӗнче ҫулӗ ҫинче".
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Санӳкерчӗкĕ: Известия/Павел Бедняков.

Путин ВЭФ-2022 форума хутшӑнӗ
Путин ВЭФ-2022 форума хутшӑнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: