Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
15 Сентябрӗн 2022, 20:43

Владимир Путин ШОС саммитне Самарканда вӗҫсе килнӗ

#владимирпутин

Владимир Путин ШОС саммитне  Самарканда вӗҫсе килнӗ
Владимир Путин ШОС саммитне Самарканда вӗҫсе килнӗ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Самарканда ШОС саммитне ҫитнӗ, мероприяти вăхăтĕнче патшалӑх Пуҫлӑхӗ икӗ енлӗ тӗлпулу ирттерӗ.
Саммит сентябрӗн 15-16-мӗшӗсенче иртет. Унта тĕрлĕ йышши ыйтусене сӳтсе явӗҫ — хӑрушсӑрлӑхпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерес сферӑра организацин вӑй-хӑватне вӑйлатасси, экономика ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетесси, транспорт ҫыхӑнӑвне аталантарасси, ШОСра культурӑпа гуманитари виҫине вӑйлатасси.
Ҫавӑн пекех Путин Китай, Иран, Пакистан, Киргизи, Узбекистан, Монголи, Турци ӗҫтешсемпе уйрӑммӑн калаçĕ. Сӑмахран, Анкарари дипломати ҫӑлкуҫӗ РИА Новостине пӗлтернӗ тӑрӑх, вăл Турци Президенчӗпе Тайип Эрдоганпа Раҫҫей газне тӑратассине, ҫавӑн пекех тенкĕпе тата лирӑпа топливăшĕн тÿлессин пайӗсене сӳтсе явӗ.
https://ria.ru/20220915/putin-1816884593.htm

Владимир Путин ШОС саммитне  Самарканда вӗҫсе килнӗ
Владимир Путин ШОС саммитне Самарканда вӗҫсе килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: