#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна ҫар ҫыннисене кирлӗ экипировкӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫе йӗркелеме хушнӑ. Ноябрӗн 2-мӗшӗнче патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйтура ҫак экипировкӑпа ҫӳрекенсен шухӑшне шута илмелле.
Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен экипировкин кашни элеменчӗ тӑрӑх Раççей лидерӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унпа усӑ курса, кашни элемента мӗнле пурнӑҫланине ӑнланакан ҫынсен шухӑшне шута илмелле.
"Эпӗ снаряжени, медицина аптеки тата ытти япаласем те, малтан пӑхсан вак-тĕвек пек туйӑнаканнисем пирки те калатăп", — тенӗ вӑл РФ правительстви ҫумӗнчи координаци канашӗн ларӑвӗнче.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: Известия/Дмитрий Коротаев.