+1 °С
Юр
Раҫҫей оборона министерствинче Польша территорийӗнче "раҫҫей" ракетисем ӳкни пирки лару-тӑрӑва комментарии панă. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, поляксен массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе официаллӑ ҫынсен заявленийӗсем лару-тӑрӑва эскалацилес тӗллевпе провокацилени шутланать.
"Украинӑпа Польша патшалӑх чикки ҫывӑхӗнчи цельсене Раҫҫей хатӗрӗсемпе аркатман, — пӗлтернӗ РФ Оборона министерствинче. — Польша МИХсенче çийĕнчех пичетлесе кӑларнӑ Пшеводу ялӗнче пулса иртнӗ вырӑнтан панă катăксен сăнÿкерчĕкĕсем Раççей хатӗрӗсемпе ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ".
«Башинформ» информацийĕпе.