США минфинӗ ҫӗнетнӗ санкци списокне пичетлесе кӑларнӑ. Унта 44 Раҫҫей ҫыннине кӗртнӗ, вӗсен хушшинче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров та пулнӑ.
Пӗтӗмпе ҫӗнӗ санкци списокӗнче виҫӗ теҫеткене яхӑн Раҫҫей регионӗсен пуçлăхĕсем. Санкцисене Раҫҫей правительствин председателӗн пӗрремӗш заместителӗ Андрей Белоусов, Раҫҫей предпринимателӗсемпе банкӗсем тӗлӗшпе хута янӑ.
Маларах, хӑйӗн тӳрӗ лини пынӑ чухне, Радий Хабиров ӑна хирӗҫ Хӗвеланӑҫ енчи ҫӗршывсем санкцисем тума палӑртнине ăнлантарнă.
"Ку вӑйӑ-им вӗсен? Персональнӑй санкцисем ӑссӑр характерпа ҫӳреҫҫӗ. Политикӑлла шухӑш мӗнре пулнине пӗлместӗп эпӗ. Эпĕ списока лекрӗм пулӗ тетӗп, мӗншӗн тесен хам позици ҫинчен уҫҫӑнах каласа патӑм: эпӗ – путинист. Ҫакӑнпа мухтанатӑп та. Ҫитменнине тата халӗ, пирӗн ҫӗршыв Хӗвеланӑҫнелле хирӗҫ тӑнӑ чухне", - палӑртнă Радий Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.