Çутă çул
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
7 Кӑрлач 2023, 11:37

Раҫҫей Президенчӗ январĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен пеме чармалли режим кӗртме хушнă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ январĕн  6-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен пеме чармалли режим кӗртме хушнă
Раҫҫей Президенчӗ январĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен пеме чармалли режим кӗртме хушнă

#владимирпутин
Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене январӗн 6-мӗшӗн 12.00 сехетĕнчен пуҫласа 7-мĕшĕн 24.00 сехетĕччен Украинӑри пур енсене те пеме чармалли йӗркене кӗртме хушнӑ. Кун пирки Кремль пресс-служби пӗлтерет.
"Сӑваплӑ Патриарх Кирилл чӗнсе каланине шута илсе Раҫҫей Федерацийӗн оборона министрне январӗн 6-мӗшӗн 12.00 сехетĕнчен пуҫласа 7-мĕшĕн 24.00 сехетĕчен Украинӑри пур енсене те пеме чармалли режим тума хушатӑп, - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗн заявленийӗнче. - Ҫапӑҫусен районӗсенче православи тӗнне ӗненекен граждансем нумай пурӑннине шута илсе, Украина енне вут-ҫулӑма чармалли режим ҫинчен пӗлтерме тата вӗсене Раштав кунӗ, ҫавӑн пекех Христос çуралнӑ кун службӑна ҫӳреме май пама чӗнетпӗр".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru.

Раҫҫей Президенчӗ январĕн  6-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен пеме чармалли режим кӗртме хушнă
Раҫҫей Президенчӗ январĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен пеме чармалли режим кӗртме хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: