Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
13 Кӑрлач 2023, 19:38

Владимир Путин Муртаза Рахимовпа сывпуллашнă

#владимирпутин

Владимир Путин Муртаза Рахимовпа сывпуллашнă
Владимир Путин Муртаза Рахимовпа сывпуллашнă

#владимирпутин
Муртаза Рахимовпа сывпуллашма Уфана ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин вӗҫсе килнӗ. Вӑл траурлӑ митинг иртекен "Башкортостан" ГКЗ залне кӗнӗ, вилнӗ ҫыннӑн тупӑкӗ ҫине чечек хунă та, Пушкӑрт Республикин пӗрремӗш ертӳҫине хисеплесе, шăп тăрса асӑннă.
Аса илтеретпӗр, Муртаза Рахимов Пушкӑртстана 1990 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен ертсе пынӑ. Вӑл январӗн 11-мӗшӗнче 89 ҫула кайсан вилнӗ, пӗлтернӗ "Башинформ". Муртаза Рахимовпа сывпуллашмалли церемоние Пушкӑртстанра пурӑнакансем вӗҫӗ-хӗррисӗр татти-сыпписӗр юхӑмпа килнӗ. Ӑна Уфара мусульмансен масарӗ ҫине пытарнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: трансляци скриншочӗ.

Владимир Путин Муртаза Рахимовпа сывпуллашнă
Владимир Путин Муртаза Рахимовпа сывпуллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: