

#владимирпутин
Раҫҫейпе Сири президенчӗсен Владимир Путинпа Башар Асадăн калаҫӑвӗ вӗҫленнӗ, лидерсем виҫӗ сехет хушши калаçнӑ. Кун ҫинчен юнкун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Кремль представителӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
Асада канцеляринче лидерсем тӗлпулура политикӑпа экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явни ҫинчен каласа панӑ: икӗ енлӗ хутшӑнусене, тӗрлӗ формӑсемпе пӗрле ӗҫленине тата пӗтӗм тӗнчери тата регионти аренӑсенчи юлашки событисене.
Кремль пресс-службинче тӗлпулу пуҫланас умӗн кӑшт маларах çапла пӗлтернӗ: Сирири хирӗҫĕве йӗркелес тата сирипе турккӑсен хушшинчи хутшӑнусене аталантарасси ҫинчен сӳтсе явма палӑртнӑ.
Маларах Асада, Путинпа калаҫнӑ май, ун патне пыни Мускавпа Дамаск хушшинчи хутшӑнусен ҫӗнӗ тапхӑрне уҫни ҫинчен пӗлтернӗ. Путин хӑй енчен Сири ӗҫтешӗпе яланах ҫыхӑну тытни ҫинчен, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫе икӗ ҫӗршыв ĕлĕш хывнине палӑртнă.
Асад мартӑн 14-мӗшӗнче каҫхине Мускава вӗҫсе килнӗ. Юнкун ирхине Сири политикӗсемпе ҫар ҫыннисен делегацийӗпе пӗрле вӑл Паллă мар салтак вилтӑпри ҫине чечек кӑшӑлӗ хунӑ.
https://iz.ru/1483821/2023-03-15/peregovory-putina-i-asada-prodlilis-tri-chasa
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Владимир Гердо.