Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Политика
4 Майӑн 2023, 08:51

Кремльте дронсем Путин резиденцине атакӑлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернĕ

#владимирпутин

Кремльте дронсем Путин резиденцине атакӑлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернĕКремльте дронсем Путин резиденцине атакӑлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернĕ
Кремльте дронсем Путин резиденцине атакӑлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернĕ

#владимирпутин
Иртнӗ каҫ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Кремльти резиденцине пилотсӑр вӗҫев аппарачӗсемпе атакăлама хӑтланса пӑхнӑ. Кун ҫинчен юнкун, майӑн 3-мӗшӗнче, Кремль пресс-служби пӗлтернӗ.
"Икӗ пилотсӑр аппарат Кремль ҫине тӗлленӗ", - тенӗ пӗлтерӳре.
Радиолокаци кӗрешӗвӗн системипе вӑхӑтра усӑ курнине пула дронсене стройран кăларнă. Вӗсем ӳкнипе тата ҫӗмӗрӗлнипе сиен курнисемпе ишĕлчĕксем ҫук.
Кремльте пулса иртнӗ ӗҫе терроризм акчĕ вырӑнне хурса тата майӑн 9-мӗшӗнчи парад умĕн (унта ют ҫӗршыв хӑнисем те пулма палӑртнӑ) патшалӑх Пуҫлӑхĕ çине тапăнма хăтланни тесе хакланӑ.
Пресс-службӑра çапла хушса хунӑ: Мускав Киева "хăçан кирлӗ чухне тата хӑҫан тапӑнас тенӗ ҫӗрте те яваплӑ мерӑсем йышӑнма пултарать".
Ҫавӑн пекех Путин ӗҫ графикӗ инцидентпа ҫыхӑннӑ май мӗнле те пулин улшӑнусем тӳсменнине тата яланхи йӗркепе малалла пынине палӑртаҫҫӗ. Президент хӑй те инкек курман.

https://iz.ru/1507673/2023-05-03/v-kremle-soobshchili-o-popytke-ataki-dronov-rezidentcii-prezidenta-rf

Сӑнӳкерчӗкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Константин Кокошкин.

 

 

 

Кремльте дронсем Путин резиденцине атакӑлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернĕ
Кремльте дронсем Путин резиденцине атакӑлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас