Республика Пуҫлӑхӗ "Ведомость" ӗҫлӗ кӑларӑма интервью панӑ. Калаҫура Радий Хабиров нумай темӑсене хускатнă. Ҫав шутра санкци витĕмне.
– Пушкӑрт Республикинче ют ҫӗршыв капиталӗпе ҫыхӑннӑ предприятисен йышӗ пысӑках мар локализациленнине пула эпир ку пайра санкцисене уйрӑмах ҫивӗч туймарӑмӑр, - палӑртнă регион ертӳҫи.
Ҫапах та санкцисем региона логистика енчен хускатрӗҫ. Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, республика ҫулталӑка яхӑн ҫак ыйтӑва татса парассипе ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне, импорт пайӗсемпе усӑ куракан "НЕФАЗ" предприятие хытах пырса ҫапнă. Халӗ автобуссемпе электробуссене ытти ҫӗршывсенчен тăратаҫҫӗ те питӗ лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Транспорт ҫитменлӗхӗ ҫук.
Хабиров шучӗпе, санкцисенче хӑйӗн лайăх енĕ те пур. Сӑмахран, нефть кӑларакан пысӑк компанисем валли нефтепромысла оборудованийӗ нумай тăратакан компанисем кайнă.
- Ӗлӗк эпир хӗвеланӑҫ компанийӗсемпе конкуренцие выляса яраттӑмӑр пулсан, халӗ ку нишăна эпир ҫӗнтерсе илме тытӑнтӑмӑр, - тенӗ Радий Фаритович.
Сӑмахран, регион нефтепромысла предприятийӗсем пӗтӗм Раҫҫейри нефтепродуктсене туса хатӗрлес, нефть пысӑк компанисем валли кирлĕ япаласене туса хатӗрлес ӗҫе анлӑрах сарма пуҫланӑ.
Ялхуҫалӑх техникин ҫитменлӗхне Беларуç тултарнă, линейкӑна пӗтӗмӗшпех улӑштарнă. Унсӑр пуҫне Пушкӑрта "туслӑ ҫӗршывсенчен" бизнес кӗрет. Сӑмахран, пӗчӗк кустӑрмаллӑ тракторсене Инди тăратать.