#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 71-мӗш мотострелковӑй полкӑн командованийӗпе личнӑй составне хисеплӗ "гвардейски" ят панӑ ятпа саламланă. Патшалӑх Пуҫлӑхӗн саламлӑ телеграммине юнкун, августӑн 9-мӗшӗнче, Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
"Ку сирӗн уйрӑм ӗҫӗрсене, массӑллӑ паттӑрлӑхпа çирĕплĕх, Тӑван Ҫӗршыва тата Раҫҫей патшалӑх интересӗсене хӳтӗленӗ чухне палӑрнӑ ҫирӗплӗхпе хастарлӑха пысӑк чыс тата йышӑнни", - тенӗ Путин.
Вӑл ҫакна палӑртнӑ: Донбаса хӳтӗлес енӗпе ятарлӑ операци тунӑ чухне полкри ҫынсем ҫар тивӗҫне, паттӑрлӑха, хӑйсене шеллемесӗр кӗрешнине тата пысӑк профессионализма пурнӑҫа кӗртмелли тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
Гвардеецсем присягăна шанчăклă пулса пурӑнассине, Тӑван Ҫӗршыва чыслӑн пӑхӑнса пурӑнассине, Раҫҫей гражданӗсен хӑрушсӑрлӑхӗпе мирлӗ пурнӑҫне тивӗҫтерессине Путин шансах тӑрать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Александр Казаков.
https://iz.ru/1556871/2023-08-09/putin-pozdravil-boitcov-71-go-gvardeiskogo-motostrelkovogo-polka