#владимирпутин
Путин ФРГ влаҫӗсем Шредер экс-канцлер ҫине тапӑннине нимӗҫ чĕлхипе айӑпланӑ.
Владимир Путин Президент Германие нацизма тӳрре кӑларакансемпе ҫывӑхланасси ҫинчен нимӗҫле асӑрхаттарнӑ, — ҫапла вӑл Павел Зарубина "Россия 1" телеканалти "Москва.Кремль.Путин" программӑра интервью панă чух канцлер пулнӑ Герхард Шредера тапӑнни пирки каланă.
Журналист Шредера Раҫҫейпе ҫыхӑннӑ пирки лару-тӑрӑва лекни ҫинчен аса илтернӗ: пӗлтерӗшлӗ мероприятисенче ӑна хальхи Олаф Штольц канцлерпа пӗр кадра ан лектӗр тесе айккинелле лартаççĕ.
"Эсир пӗлетӗр-и, эпир нумаях пулмасть Канада парламентӗнче нациста алӑ ҫупнса саламланă киревсӗр ӗҫ тунине курнӑччӗ. Ҫапла, эпӗ ҫакна каласшӑн: Шредертан мӗн чухлӗ инҫерех, çавăн чухлĕ нацистсене кӑмӑллакан Канада парламенчӗн пуҫлӑхӗ Энтони Рота патне çывӑхрах. Германире мана илтчӗр тесе, ҫакна нимӗҫле те каласа пӑхӑп", - ответленӗ Путин.
Вӑл Шредер тата Рота ҫинчен нимӗҫле тепӗр хут каланă.
Президент шучӗпе, Германире йӗркеллӗ ҫынсем нумай, ҫакна нумайӑшӗ илтӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72565/photos/73320
https://ria.ru/20231022/putin-1904476397.html