#владимирпутин
Раҫҫей Казахстанра вырӑс чӗлхине вӗренес ыйтупа шкулсем тума хатӗр.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Казахстанра вырӑс чӗлхине вӗренес тӗлӗшпе кирлӗ пулнипе шкулсем тума хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак заявление вăл "Казахстанская правда" хаҫата интервью панă май тунă, ăна ноябрӗн 8-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
Путин палӑртнӑ тӑрӑх, пӗтӗмĕшле илсен, вырӑс чӗлхи ҫӗршывсен туслӑхӗн пӗлтерӗшлӗ факчĕ пулса тӑрать.
"Паллах, вырӑс чӗлхи — пирӗн пӗрлехи пурлӑх тата конкурентлӑ пахалӑх, анчах чи кирли — Раҫҫейпе Казахстан туслăхне ҫирӗплетекен паха фактор", — тенӗ Президент.
Путин тата Казахстанра Ломоносов ячӗллӗ МГУ филиалӗсем тата Раҫҫейри ытти аслӑ шкулсем ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палăртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Павел Бедняков, Новости РИА.
https://iz.ru/1601699/2023-11-08/putin-zaiavil-o-gotovnosti-rossii-stroit-shkoly-v-kazakhstane