#владимирпутин
Федераци Совечĕ Раҫҫей Президенчӗн суйлавне 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче палӑртнӑ.
Ҫак постановление декабрӗн 7-мӗшӗнче, ларура йышӑннӑ. Сенаторсем ҫак куншăн пӗр саслӑ пулса сасӑланă.
"РФ Президенчӗн суйлавне 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче палӑртмалла. Ҫак постановлени ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет", - цитатӑлаҫҫӗ "Новости РИА" документа.
ЦИК эрнекун президент суйлавӗнче сасӑлав пирки йышӑннӑ постановлени проектне пӑхса тухма палӑртать, - пӗлтернӗ Тĕп Суйлав комиссийӗн председателӗ Элла Памфилова Совет федерацин ларӑвӗнче.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗнчен.