Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
19 Апрелӗн , 11:42

Радий Хабиров мӗншӗн иккӗмӗш срока баллотироват тума шутлани ҫинчен пӗлтернĕ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче Радий Хабиров Уфара журналистсемпе тата блогерсемпе тӗл пулнӑ.

Журналистсемпе тата блогерсемпе тӗл пулнӑ май Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ регион ертӳҫин постне иккӗмӗш срока мӗншӗн баллотироват тума йышӑннине ӑнлантарса панӑ. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ шухӑшсенчен тухнӑ. Пуҫланӑ проектсене туса пӗтермелле. Уйрӑмах ҫитес тӑватӑ-пилӗк ҫул хушшинче вӗҫлемеллисене, ҫырать "Башинформ". Кунсӑр пуҫне Хабиров паян питӗ ансат мар вӑхӑт пулнине, тата Радий Фаритович доброволецсен подразделенисем тума пуҫарни ҫинчен аса илтернӗ.
Регион ертӳҫи халӗ ҫак ӗҫрен кайма вӑхӑт маррине палӑртнӑ. Ҫитменнине тата Хабиров командин тата темиҫе панă сӑмах пур, вӗсене пурнăçламалла тата туса пӗтермелле.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӑйӗн "кайран мухтанмалли сăлтав пултăр тесе мӗн те пулин тӑвасси", "республика ҫапла калатӑр тесе тӑрӑшнине пытарман. Республика ертӳҫин амбициллĕ шухӑшӗсемпе проекчӗсем пур. Шӑпах çавӑнпа ĕнтӗ Радий Хабиров "суйлава каймалла" тесе шутлать, цитатӑлать "Башинформ".

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-04-18/radiy-habirov-soobschil-pochemu-reshil-ballotirovatsya-na-vtoroy-srok-3733771

Радий Хабиров мӗншӗн иккӗмӗш срока баллотироват тума шутлани ҫинчен пӗлтернĕ
Радий Хабиров мӗншӗн иккӗмӗш срока баллотироват тума шутлани ҫинчен пӗлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: