#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин майӑн 10-мӗшӗнче "РФ суйлав тытӑмӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят кĕртмелли Указа алӑ пуснӑ. Документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
"РФ патшалӑх награда тытӑмне малалла лайӑхлатас тӗллевпе ҫапла йышӑнатӑп: "РФ суйлав тытӑмӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят кĕртмелле. Хисеплӗ ята ҫирӗплетмелли положение çирĕплетмелле", - тенӗ 322-мĕш Указра.
Ҫак ята Центризбирком членӗсене тата суйлав комиссийӗсен татӑклӑ сасӑлав правиллĕ ытти членӗсене, суйлавпа референдум хатӗрленнӗ чухне хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшĕн суйлавҫӑсене тата ыттине те пама пултараҫҫӗ.
Указ алӑ пуснӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет. Указа пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене укҫа-тенкӗ уйӑрассине РФ правительствине тивӗҫтерме хушнӑ.
https://iz.ru/1694837/2024-05-11/putin-vvel-novoe-pochetnoe-zvanie-zasluzhennyi-rabotnik-izbiratelnoi-sistemy-rf