Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
21 Июнӗн , 10:47

Владимир Путинăн Вьетнамри официаллӑ визичĕ вĕçленнӗ

#владимирпутин

Владимир Путинăн Вьетнамри официаллӑ визичĕ вĕçленнӗ
Владимир Путинăн Вьетнамри официаллӑ визичĕ вĕçленнӗ
#владимирпутин
Раҫҫей лидерӗ Владимир Путин Вьетнамра официаллӑ визита вĕçленĕ те Раççее вӗҫсе кайнӑ. Июнӗн 20-мӗшӗнче, вӑл Вьетнампа Раҫҫей туслӑхӗн обществин представителӗсемпе, Раҫҫейри аслӑ шкулсенчен вӗренсе тухнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ залран, СМИ валли пресс-конференци пӗтсен, ӑна алӑ ҫупса ӑсатнă.
Унтан вӑл официаллӑ ҫынсемпе пӗрле аэропорта кайнă та, ӑшӑ йышӑннӑшӑн тав туса, самолет трапӗ умӗнче сывпуллашнă.
Путин июнӗн 19-мӗшӗнче каҫхине КНДРтан Вьетнама вӗҫсе килнӗ. Июнӗн 20-мӗшӗнче ирпе площадьре Вьетнам тӗп хулинчи президент керменне кӗрес умӗн Раҫҫей лидерне РФ гимнне вылянӑ ҫар оркестрӗн аккомпанеменчӗпе официаллӑ тӗлпулу церемонийӗ йӗркеленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Раҫҫейпе Вьетнам делегацийӗсем калаҫу ирттернӗ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74344
 
 
 
Владимир Путинăн Вьетнамри официаллӑ визичĕ вĕçленнӗ
Владимир Путинăн Вьетнамри официаллӑ визичĕ вĕçленнӗ
Автор:
Читайте нас: