Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
12 Июлӗн , 10:23

Путин малашне БРИКС парламентне тума пултарасса шанать

#владимирпутин

Путин малашне БРИКС парламентне тума пултарасса шанать
Путин малашне БРИКС парламентне тума пултарасса шанать

#владимирпутин
Малашне БРИКС парламент тытӑмне тума пултарать. Кун пирки кӗҫнерникун, июлӗн 11-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, парламент саммичӗ БРИКС пек тӗлпулусем тӗнчери организацин авторитетне тата витӗмлӗхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Путин палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлешӗве хутшӑнакан ҫӗршывсем патшалӑхсен экономика, инвестици, технологи тата этем вӑй-хӑватне май килнӗ таран пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку тата БРИКС тӗнчери процессем ҫине конструктивлӑ витӗм кӳме тата тӗнчене хӑрушсӑртарах та килӗшӳллӗ тума пулӑшать.
"БРИКС хальлӗхе парламент тытӑмӗн институциллӗ, институци тӗлӗшӗнчен йӗркеленӗ тытӑмӗ ҫук-ха. Анчах малашне ку идея пурнӑҫланатех тесе шутлатӑп", - тенӗ Раҫҫей лидерӗ БРИКСăн Парламент X форумĕнче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1725984/2024-07-11/putin-dopustil-v-budushchem-sozdanie-parlamenta-briks

 

Путин малашне БРИКС парламентне тума пултарасса шанать
Путин малашне БРИКС парламентне тума пултарасса шанать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: