#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, октябрӗн 1-мӗшӗнче, КНР председательне Си Цзиньпина республика йĕркеленнĕренпе 75 ҫул ҫитнипе саламланă.
Раҫҫей лидерӗ каланӑ тӑрӑх, Китай экономика, социаллӑ тата наукӑпа техника аталанӑвӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
"Эсир ертсе пынипе КНР тӗнче аренинче хӑйӗн позицийӗсене ӑнӑҫлӑ ҫирӗплетет тата кун йӗркине регионти тата глобаллӑ йӗркесен активлӑ ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑнать", - тесе ҫыраҫҫӗ Кремль сайтӗнче Путин сӑмахӗсене.
Путин ООН, БРИКС, ШОС шайӗнче Мускавпа Пекин пӗрле ӗҫленине палӑртнă. Вӑл тӗнчери лару-тӑру ансат мар пулин те тӗрлӗ сферӑра ҫӗршывсем сахал мар масштаблӑ проектсем пурнӑҫлама пултарнине палӑртнӑ.
Путин Раҫҫейпе Китай халӑхсен ырлӑхӗшӗн пӗрле ӗҫлессине шантарнă. Раҫҫей лидерӗ Си Цзиньпина сывлӑх тата ҫитӗнӳсем, ҫавӑн пекех Китай гражданӗсене телей тата аталану суннă.
https://iz.ru/1767604/2024-10-01/putin-pozdravil-si-tczinpina-s-75-letiem-obrazovaniia-knr