#владимирпутин
Путин 2025 ҫулта Раҫҫей ҫыннисене ҫар пухӑвӗсене хатӗрлеме чӗнмелли указ ҫине алӑ пуснă.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ гражданӗсене 2025 ҫулта ҫар пухӑвне чӗнмелли указ ҫине алӑ пуснӑ, тивӗҫлӗ документа право акчӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларакан сайтра вырнаҫтарнӑ.
"2025 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Наци гвардийӗн ҫарӗсене, Граждан оборонин, чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн ҫар формированийӗсене, çутçанталăк инкек-синкексене, патшалӑх сыхлавӗн органӗсене тата федераци хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсене хӑтарма запасра тӑракан граждансене чӗнсе илмелле", - тенӗ документра.
Раҫҫей субъекчӗсен правительствипе ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене пухассипе ҫыхӑннӑ мероприяти ӗҫсене тивӗҫтерме хушнӑ.
Указ ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/76114/photos/79808
https://ria.ru/20250116/sbory-1994078846.html
материалĕсем тӑрӑх.