#владимирпутин
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявланӑ тапхӑрта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫарӗсем енчен ҫапӑҫусене вăхăтлăха чарасси ҫинчен пӗлтернӗ. Кун ҫинчен Кремль сайчӗ пӗлтерет.
Ҫапла, мирлешÿ майăн 7-мӗшӗн 0 сехертрен майӑн 8-мӗшне куçнинчен пуҫласа 10-мĕшĕн 0 сехечĕн майӑн 11-мӗшне куçиччен пырать.
"Раççей Украина та ҫапла тумалла тесе шутлать. Мирлешӗве Украина енӗ пӑсас пулсан РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем адекватлӑ та тухӑҫлӑ хурав парӗҫ.
Раҫҫей Украина кризисӗн малтанхи сӑлтавӗсене сирсе яма, тӗнчери партнерсемпе конструктивлă ҫыхӑнса ӗҫлессине малтанах калаҫса татӑлмасӑр мирлӗ калаҫу ирттерме хатӗрри ҫинчен черетлӗ хут пӗлтерет", — тесе палӑртнӑ kremlin.ru.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС.