#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин КНДР ертӳҫи Ким Чен Ын патне ҫывӑх вӑхӑтра тӳрӗ ҫыхӑнусем малалла тӑсӑласса шанса ҫыру ҫитернӗ. Кун пирки июлĕн 12-мӗшӗнче РФ МИД пуҫлӑхӗ Сергей Лавров КНДР пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
«[Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин] сире чи хӗрӳ саламсем пӗлтерет <...> тата сирӗнпе чи ҫывӑх вӑхӑтра тӳрӗ ҫыхӑнусем тӑсасса питӗ шанать», — тенӗ министр.
Лавров Путин хӑйӗн ҫырӑвӗнче Раҫҫейпе КНДР хушшинче тунӑ пур килӗшӗве те парӑннине ҫирӗплетнине хушса каланă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Метцель.