#владимирпутин
Аляскӑри чи пысӑк хулара пурӑнакансем РФ тата США президенчӗсем Владимир Путинпа Дональд Трамп штатра тӗл пуличчен темиҫе кун маларах саммита мӑнаҫланса кӗтеҫҫӗ, ӑна историллӗ теҫҫӗ.
«Ҫакӑн пек историллӗ пулӑм Аляска территорийӗнче иртнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп», - тенӗ Новости РИАна Америкӑн ҫурҫӗр енне куҫса кайнӑ Гвинейӑра ҫуралса ӳснӗ, медбратра ӗҫлекен Марсель.
Ӑна Раҫҫей президенчӗ питӗ килӗшет. «Эпӗ Путина юрататӑп», - пӗлтерет арҫын.
Кремльпе Шурӑ ҫурт РФ Президенчӗ Владимир Путинпа Трамп Аляскӑра августăн 15-мӗшӗнче тӗл пуласса маларах пӗлтернӗ. Раҫҫей ертӳҫин пулӑшуҫи Юрий Ушаков пӗлтернӗ тӑрӑх, США президенчӗн ятарлӑ представителӗ Стив Уиткофф РФ кайса килнӗ чухне Кремльте Путинпа Трамп тата Владимир Зеленский виҫӗ енлӗ тӗлпулӑвӗн вариантне асӑннӑ, анчах та Раҫҫей енӗ ӑна комментарисӗр хӑварнӑ, икӗ енлӗ саммита хатӗрлесси ҫине тимлӗх уйӑрма сӗннӗ. Путин кӗҫнерникун палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Зеленскийпе тӗл пулма пултарать, анчах кун пек калаҫусем валли условисем пулмалла, вӗсене туса хума хальлӗхе инҫе-ха. Зеленский хӑй те Путинпа Трамп тӗл пулас умӗн территорисене парассипе килĕшменнине пӗлтернӗ.
Новости РИА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей Президенчӗн администрацийӗ.