#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейӗн космос отрасльне аталантарма Мускав хăйĕн ĕлĕшне хывнине палӑртнӑ.
«Ним иккӗленмелли те ҫук, космос отрасльне аталантарас ӗҫре Мускав тӳпи <...> пӗтӗм ҫӗршывӑмӑра тӳрремӗн пырса тивет. Мӗншӗн тесен ҫакӑ космос отраслӗн аталанӑвӗнчи ҫӗнӗ тапхӑра палӑртать, Раҫҫее ҫак чи пӗлтерӗшлӗ сферӑри аталану центрӗсенчен тата лидерӗсенчен пӗри пулса ҫирӗплетет», — тенӗ Путин.
Ҫавӑн пекех Путин Мускав влаҫӗсене наци космос центрне тунӑ чухне панӑ пулӑшушӑн тав тунӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1954342/2025-09-13/putin-otmetil-vklad-moskvy-v-razvitie-kosmicheskoi-otrasli-rf