#владимирпутин
Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗллевӗсене татса парас ӗҫре Кӑнтӑр Осетие пур енлӗн пулӑшса пырӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
«Раҫҫей наци хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре, ҫавӑн пекех социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫре Кӑнтӑр Осетие пур енлӗн пулӑшса пырассине ҫирӗплетес килет», — тесе палӑртнӑ вӑл республика президентне Алан Гаглоева Кӑнтӑр Осетири республика кунне халалласа янӑ саламлӑ телеграммӑра.
Путин Раҫҫейпе Кӑнтӑр Осети хушшинчи хутшӑнусем ырӑ кӳршӗллӗ тата союзлӑ пулнине тӗпе хурса малалла аталанасса шаннине пӗлтернӗ. РФ Президенчӗ Гаглоева та Республика кунӗпе саламланă, ҫак уява Кӑнтӑр Осетин халӑхӗн хӑюлӑхӗпе чун-хавалӗн вӑй-хӑвачӗн символӗ тесе каланă.