#владимирпутин
Раҫҫей хӑрушлӑхсем ҫине ҫарпа техника мерисемпе хуравлама хатӗр. Кун пирки авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Совбез членӗсемпе оперативлӑ канашлу вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
«Раҫҫей пур тата ҫӗнӗрен ҫуралакан кирек мӗнле хӑрушлӑха та хуравлама, сӑмахпа мар, ҫарпа техника мерисемпе усӑ курса хуравлама пултарать», — тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Ун сӑмахӗсемпе, вӑтам тата пӗчӗк инҫет ҫӗр ҫинчи ракетӑсене сарма пӗр енлӗ мораторирен пӑрӑнасси пирки йышӑнни ҫакӑн тӗслӗхӗ пулса тӑрать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/78051