#владимирпутин
Ҫӗршыв правительстви тата регионти ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем чӗнӳ мероприятийӗсене пурнӑҫлассине тата пухусене ирттерессине тивӗҫтерӗҫ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин запасра тӑракан Раҫҫей ҫыннисене ҫар пухӑвӗсене чӗнесси пирки ҫулленхи указа алӑ пуснӑ. «2026 ҫулта запасра тӑракан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене ҫар пухӑвӗсем иртме чӗнме йышӑнатӑп», — тенӗ документра.
Сборсем Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче, Росгварди ҫарӗсенче, МЧСăн ҫӑлав ҫар формированийӗсенче, патшалӑх хуралӗн органӗсенче тата ФСБра иртӗҫ.
Указ саккунлӑ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кремль.ру / официаллă сайт.