#владимирпутин
Северск - РФ пӗлтерӗшлӗ вырӑс хули. Кун пирки декабрӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ял-хулана ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ҫар ҫыннисене чысланӑ вӑхӑтра пӗлтернӗ.
«Эсир тата сирӗнпе пĕрле çапăçакансем Северска — пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑс хулине — ирӗке кӑларнӑ», - тесе пӗлтернӗ Путин.
Вӑл Раҫҫей ҫарӗ, тӑшманӑн эшелонланӑ оборонине ҫӗнтерсе, хулана кӑткӑс лару-тӑрура ирӗке кӑларнине каланӑ. Раҫҫей лидерӗ Северска ирӗке кӑларни — РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен малалла тапӑнма май пулнине палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Александр Казаков.
https://iz.ru/2010247/2025-12-17/putin-nazval-seversk-znachimym-dlia-rf-russkim-gorodom