#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн Беларуҫ ӗҫтешӗпе Александр Лукашенкопа телефонпа калаҫнă. Кун пирки февралĕн 8-мӗшӗнче Кремлӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
«Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкопа телефонпа калаҫу пулчӗ», — тесе палӑртнӑ Кремлĕн МАХ мессенджерти каналӗнче.
Икӗ ҫӗршыв лидерӗсем Раҫҫей тата Беларуҫ Союзлӑ патшалӑхӗн Аслӑ патшалӑх канашӗн ларӑвне хатӗрленессине сӳтсе явнине палӑртнӑ. Вӑл февраль уйӑхӗн вӗҫӗнче иртӗ.
Унсӑр пуҫне Путин тата Лукашенко тӗнчери политика тата Раҫҫейпе Беларуҫ хутшӑнӑвӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ.
https://iz.ru/2039310/putin-provel-telefonnyi-razgovor-s-lukashenko-izi