Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
10 Мартӑн , 09:17

Дмитриев Путинпа Трамп калаҫӑвне "татӑклӑ самантра" иртнĕ пирки пӗлтернӗ

Дмитриев: Путинпа Трамп хушшинчи калаҫу татӑклӑ самантра пулса иртрӗ.  

Дмитриев Путинпа Трамп калаҫӑвне "татӑклӑ самантра" иртнĕ пирки пӗлтернӗ
Дмитриев Путинпа Трамп калаҫӑвне "татӑклӑ самантра" иртнĕ пирки пӗлтернӗ

Раҫҫей президенчӗпе Владимир Путинпа Америка лидерӗ Дональд Трамп хушшинче телефонпа калаҫни "татӑклӑ самантра"пулчӗ. Кун пирки пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫей тӳрӗ инвестицисен фончӗн (РФПИ) пуҫлӑхӗ Кирилл Дмитриев пӗлтернӗ.
"Путинпа  Трамп хушшинчи пӗлтерӗшлӗ телефон калаҫӑвӗ татӑклӑ самантра пулчĕ", - тесе ҫырнӑ вӑл Х соцсетьре (унчченхи Twitter).
Путинӑн пулӑшуҫи Юрий Ушаков ҫак кун маларах Раҫҫей лидерӗн Трамппа телефонпа калаҫни пирки пӗлтернӗ. Калаҫӑва Иран таврашӗнчи лару-тӑрӑва, çавӑн пекех Украинӑри хирӗҫӗве йӗркелессипе ҫыхӑннӑ калаҫусене тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ.

Каярахпа Трамп Путинпа калаҫни "позитивлӑ"пулнине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей президенчӗ Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи хирӗҫӗве йӗркелеме пулӑшу кӳме кӑмӑл тунӑ. Унсӑр пуҫне Шурӑ ҫурт пуҫлӑхӗ Иранри ҫар операцийӗ Путина тӗлӗнтернӗ тесе каланă.

https://iz.ru/2056266/2026-03-10/dmitriev-zaiavil-o-provedenii-peregovorov-putina-i-trampa-v-reshaiushchii-moment

Фото: http://kremlin.ru/

Дмитриев Путинпа Трамп калаҫӑвне "татӑклӑ самантра" иртнĕ пирки пӗлтернӗ
Дмитриев Путинпа Трамп калаҫӑвне "татӑклӑ самантра" иртнĕ пирки пӗлтернӗ
Автор:
Читайте нас