Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ (МОК) тӗнчери ӑмӑртусенче РФ спортсменӗсене "фокуссемпе аппаланма" пӑрахасса, дискриминацилеме чарăнасса шаннине пӗлтернӗ.
"Спорт маяк пулмалли пирки калас пулсан - ку тӗрӗсех. <...> Пуласчӗ <...> МОК фокуссемпе аппаланма пӑрахӗ, тӗнчери спорта политика кӗрешӗвӗн инструменчӗ вырӑнне усӑ курма пӑрахӗччӗ, хальхи олимпизма никӗслекен Пьер де Кубертен мӗн ҫинчен каланине куҫӗччӗ", — тенӗ вăл РФ правительствин членӗсемпе ирттернӗ канашлура.
Путин çавӑн пекех Италири ӑмӑртура Раҫҫей паралимпиецӗсен результачĕсене пысӑк хак панӑ, ӑна чӑн-чӑн паттӑрлӑх тесе каланӑ. Вӑл кӗҫнерникун, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, спортсменсемпе тӗл пулса вӗсене паралимпиадӑра виҫҫӗмӗш вырӑнпа хӑй саламлассине шантарнă.
РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев, хӑй енчен, Италири Олимп тата Паралимп вӑййисен пӗтӗмлетӗвӗсем çинчен президента Раҫҫей сборнӑйӗ шĕн мĕнле пулни пирки пӗлтернӗ. Вăл МОК спорта политикӑлас ӗҫе чакарас енӗпе ҫӗнӗ курс илнине палӑртнӑ, Спорт министерстви Раҫҫей атлечĕсен прависене йĕркене кĕртессишĕн малалла кӗрешнине палӑртнӑ.