

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Египет МИД пуҫлӑхӗпе апрелĕн 2-мӗшӗнче калаҫнӑ чухне Египет президентне Абдель Фаттах ас-Сисие Раҫҫее килме чӗннӗ.
Раҫҫей ертӳҫи октябрьте Мускавра черетлӗ Раҫҫей — Африка саммитне ирттерме палӑртнине аса илтернӗ.
«Эпир Египета лайӑх, ҫӳллӗ шайра делегаципе паллаштарасса шанатпӑр. Египет президенчӗ вӑхӑт тупсан эпир, паллах, ăна Мускавра курма хавас пулӑпӑр», — тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Путин Раҫҫейпе Египет тыр-пул тата энергетика хабӗ тӑвас ыйтӑва сӳтсе явма пултарнине те палӑртнӑ. Вӑл икӗ ҫӗршывӑн лайӑх плансем чылай, нумай ӗҫ пурнӑҫланнине хушса каланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru
https://iz.ru/2071351/2026-04-02/putin-priglasil-prezidenta-egipta-priekhat-v-rossiiu