

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче совет халӑхӗ çӗнтернине уявланӑ ятпа майăн 8 тата 9-мӗшӗсенче килӗшӳ тума йышӑннӑ. Кун пирки майăн 4-мӗшӗнче РФ Оборона министерствинче пӗлтернӗ.
«Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен аслӑ главнокомандующийӗн В.В. Путинӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2026 ҫулхи майăн 8—9-мӗшӗсенче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче совет халӑхӗ çӗнтернине уявланӑ ятпа килӗшӳ тӑваҫҫӗ», — тенӗ «Макс» мессенджерта.
Ведомствӑра Украина енӗ те вут-ҫулӑма чарас йӗркене хутшӑнасса шаннине пӗлтернӗ. Раҫҫей ҫар ҫыннисем уяв мероприятийӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ валли пур мера та тӑвӗҫ.
Киев Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 81 ҫул ҫитнине уявлассине татма хӑтлансан РФ Ҫарӗ пысӑк хуравлӑ ракета тапӑнасси пирки те асӑрхаттарнă Оборона министерствинче.
https://iz.ru/2090951/putin-obiavil-peremirie-8-i-9-maia-v-chest-dnia-pobedy-izi