

#владимирпутин
Раҫҫей хӑйӗн стратегиллӗ ядерлӑ вӑйӗсене малалла аталантарса ҫӗнетӗ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
«Стратегиллӗ ядерлӑ вӑйсене малалла та ҫӗнетсе аталантарӑпӑр, ҫапӑҫу хӑватне ӳстернӗ ракета комплексӗсем йӗркелӗпӗр», — тенӗ Путин.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей ракетӑна хирӗҫле оборонӑн (ПРО) хальхи тата пулас системисене пурне те ҫӗнтерме пултаракан ракета комплексӗсем тӑвассине малалла тӑсӗ.
Раҫҫей ертӳҫи Мускаври теплотехника институчӗн (МИТ) ӗҫӗ ракета системисен суверенлӑ шкулне йӗркеленине, вӑл оборонӑна ҫирӗплетес ӗҫе калама ҫук пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2096421/2026-05-13/putin-ukazal-na-prodolzhenie-razvitiia-rossiei-strategicheskikh-iadernykh-sil