

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫейпе Китай тавар ҫаврӑнӑшӗ ӳссех пынине пӗлтернӗ.
«Раҫҫейпе Китай тавар ҫаврӑнӑшӗ ӳссех пырать, тахҫанах $200 млрд паллӑран иртнӗ", — тенӗ вӑл Китая каяс умӗн видеоҫыхӑнура.
РФ президенчӗ каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейпе Китай хушшинчи суту-илÿ пӗтӗмпех тенӗ пек тенкӗпе юаньпе шутлаҫҫӗ. Путин ҫавӑн пекех ҫӗршывсем ӗҫтешлӗхӗн чи пӗлтерӗшлӗ сферисенче пысӑк пуҫарусем пурнӑҫланине палӑртнă.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ культурӑн хӗреслӗ ҫулӗсене ӑнӑҫлӑ ирттернӗ хыҫҫӑн кӑрлач уйӑхӗнче вӗрентӳ сферинче Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫлемелли ҫулсем пуҫланнине аса илтернӗ. Вӑл ку гуманитари уҫлӑхӗнчи патшалӑхсем хушшинчи ҫакнашкал 10-мӗш проект пулнине уҫӑмлатнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media.
https://iz.ru/2099538/putin-ukazal-na-prodolzhenie-rosta-tovarooborota-rf-i-knr