Çутă çул
+25 °С
Облачно
Политика
3 Июня , 05:58

Радий Хабиров пуҫлӑх вырӑнӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн мӗн тӑвассине каласа панă

«Комсомольская правда» радиона панӑ интервьюра Радий Хабиров ӗҫ малашлӑхӗ пирки ыйту ҫине хуравланӑ, регионӑн тепӗр ертӳҫи мӗнле пулмаллине каласа кӑтартнӑ.

Радий Хабиров пуҫлӑх вырӑнӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн мӗн тӑвассине каласа панăРадий Хабиров пуҫлӑх вырӑнӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн мӗн тӑвассине каласа панă
Радий Хабиров пуҫлӑх вырӑнӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн мӗн тӑвассине каласа панă

 «Комсомольская правда» радиона панӑ интервьюра Радий Хабиров ӗҫ малашлӑхӗ пирки ыйту ҫине хуравланӑ, регионӑн тепӗр ертӳҫи мӗнле пулмаллине каласа кӑтартнӑ.

Радий Хабиров пуҫлӑх вырӑнӗнче вăл хӑй аллинче маррине пӗлтернӗ.

- Хама Президент ҫынни тесе шутлатӑп. Президент мана ӑҫта курма пултарнинчен килет, – тенӗ те Радий Хабиров хушса хунă: «канӑр» тесен — вӑл хаваспах вӗрентме, наука статйисем ҫырма кайӗ.

Республикӑн тепӗр пуҫлӑхӗ мӗнле пулмалла тесе ыйтсан Радий Хабиров ку ыйтӑва вӑл татса паманнине палӑртнă. Хӑй вӑл ӗҫе илнӗ чухне икӗ критерие пӑхать: ҫын пахалӑхӗсем (ҫыннӑн усал пулмалла мар) тата профессиллӗ. Анчах хӑш чухне профессионализм ҫине куҫ хупать, мӗншӗн тесен ӑслă ҫын хӑвӑрт вӗренет. Ӑна хӑйне никам та пуҫлӑх пулма вӗрентмен:

- Опыт ҫулсем иртнӗҫемӗн килет. Ҫавӑнпа компетенцисем, вӗсем тухса ҫуралаҫҫӗ, чи пӗлтерӗшли — этем пахалӑхӗсем.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан пуҫлӑхӗн пресс-служби.

 

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-06-02/radiy-habirov-rasskazal-chem-zaymyotsya-posle-uhoda-s-posta-glavy-4707897

 

Радий Хабиров пуҫлӑх вырӑнӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн мӗн тӑвассине каласа панă
Радий Хабиров пуҫлӑх вырӑнӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн мӗн тӑвассине каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас