

#владимирпутин
Сӑмах айӑплавран пӑрӑнакан релокантсем, ҫавӑн пекех иноагентсем пирки пырать.
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин чикӗ леш енче айӑплавран пытанса пурӑнакан граждансемшӗн, ҫавӑн пекех ют ҫӗршыв агенчӗсемшӗн вӑхӑтлӑх чарусем кӗртекен саккунсен пакетне алӑ пуснӑ.
Ют ҫӗршыв агенчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Раҫҫейӗн территори пӗрлӗхне пӑсма чӗннӗшӗн, РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене дискредитациленӗшӗн, ҫӗршыва хирӗҫ санкцисем кӗртме чӗннӗшӗн, ҫавӑн пекех кирлӗ мар ют ҫӗршыв е тӗнче организацийӗсен ӗҫне хутшӑннӑшӑн явап тыттарнӑ ҫынсем валли чарусем пӑхса хӑварнӑ.
Мерӑсене МВД икĕ лару-тӑрӑва — гражданин Раҫҫей тулашӗнче пулнине тата вӑл палӑртнӑ айӑплава пурнӑҫлассинчен пӑрӑннине — ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ кӗртме май пулӗ. Саккун пурӗ вӑхӑт чарӑвӗсен 14 тӗсне пӑхса хӑварать. Мерӑсемпе усӑ курасси пирки Минюст йышӑну тӑвать. Чарусене лекнисен ячӗсене пичетлӗҫ. Саккун 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: архив | «Башинформ» ИА.