

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин августăн 12-мӗшӗнче Кӑнтӑр Сахалинска ҫитнӗ. Ҫулҫӳрев тӗллевӗ — Лӑпкӑ океан флочӗн вӗренӗвӗн юлашки тапхӑрне хутшӑнасси.
Флот вӑйӗсем августӑн 4-мӗшӗнчен вӗренеҫҫӗ. Тулли масштаблӑ маневрсем ирттернӗ май ҫӗршывӑн инҫет тухӑҫ чиккисене хӳтӗлес ыйтусене тишкереҫҫӗ. Ӗҫсем Японипе Охотское тинӗсӗсен акваторийӗсенче, çаплах Лӑпкӑ океанӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнче сарӑлнӑ.
Вӗренӳре шыв ҫийӗнчи 60 яхӑн караппа, шывай киммисемпе тата тивӗҫтерӳ карапӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 30 яхӑн авиаци техники — Лӑпкӑ океан флочӗн тинӗс авиацийӗн самолечӗсем, вертолечӗсем тата пилотсӑр комплексӗсем — хутшӑннӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Андрей Эрштрем.