

#владимирпутин
РФ президенчӗ Владимир Путин Инди президентне Драупади Мурмана, ҫӗршывӑн премьер-министрне Нарендра Модие Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ ячӗпе саламланӑ май Раҫҫейпе Инди хушшинчи хутшӑнусем уйрӑмах привилегиллӗ стратегиллӗ партнерлӑх майлӑ ӑнӑҫлӑ аталанса пынине пӗлтернӗ.
«Раҫҫейпе Инди хушшинчи хутшӑнусем уйрӑмах привилегиллӗ стратегиллӗ партнерлӑх майлӑ ӑнӑҫлӑ аталанаҫҫӗ. Мускавпа Нью-Дели тӗрлӗ енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, ООН, ШОС, БРИКС тата ытти нумай енлӗ тытӑмсен шайӗнче тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ Кремль сайтӗнче пичетленнӗ телеграммӑра.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Раҫҫей Президенчӗн адиминистрацийӗ.
https://ria.ru/20260815/putin-2111041689.html