Çутă çул
+25 °С
Облачно
Политика
19 Августа , 09:40

Путин Раҫҫейпе Мьянма ҫар енӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ

#владимирпутин

Путин Раҫҫейпе Мьянма ҫар енӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑПутин Раҫҫейпе Мьянма ҫар енӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ
Путин Раҫҫейпе Мьянма ҫар енӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ

#владимирпутин

Мускавпа Нейпьидо ҫар тата ҫарпа техника енӗпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ. Кун пирки ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейпе Мьянман калаҫӑвӗсем вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.

«Раҫҫейпе Мьянма позицийӗсем пӗр килеҫҫӗ е питӗ ҫывӑх. Пӗтӗм тӗнчери право, суверенитет тата шалти ӗҫсене хутшӑнман принципсене ҫирӗп хӳтӗлетпӗр. Пирӗн ҫӗршывсем ҫар тата ҫарпа техника енӗпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ», — тенӗ вӑл.

РФ президенчӗ çавӑн пекех Мьянма ҫыранӗсем патӗнче икӗ енлӗ тинӗс-ҫар вӗренӗвӗсем тӑтӑшах ирттернине, Раҫҫей тинӗс-ҫар флочӗн карапӗсем Мьянман порчӗсене кӗнине палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/80557

https://iz.ru/2151148/putin-otmetil-tesnoe-voennoe-sotrudnichestvo-rossii-i-mianmy-izi

 

 

Путин Раҫҫейпе Мьянма ҫар енӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ
Путин Раҫҫейпе Мьянма ҫар енӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас