

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Азербайджанӑн пӗрремӗш вице-президентне Мехрибан Алиевана ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Салам ҫырӑвӗн тексчӗ ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Media.Az. кӑларӑмпа пичетленнӗ.
«Хисеплӗ Мехрибан Арифовна, сирĕн ҫуралнӑ кун ячӗпе чи ӑшӑ саламсене йышӑнӑр. Сире пӗтӗм чунтан сывлӑх, телей, ырлӑх тата патшалӑх ӗҫӗнче яваплӑ постра ҫитӗнӳсем сунатӑп», — тенӗ Раҫҫей ертӳҫин саламӗнче.
Путин çавӑн пекех Азербайджан президентне Ильхам Алиева тата Мехрибан Алиеван çемьери пур çыннине те чӗререн салам калама ыйтнă.
Сăнÿкерчекĕ: ТАСС/Алексей Дружинин.