Çутă çул
+20 °С
Ясно
Политика
16 Сентября , 07:15

Радий Хабиров Уфара Сауд Аравийӗ Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ

Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Республика çуртӗнче регион ертӳҫи Радий Хабиров Сауд Аравийӗн Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ.

Радий Хабиров Уфара Сауд Аравийӗ Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑРадий Хабиров Уфара Сауд Аравийӗ Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Уфара Сауд Аравийӗ Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ


Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Республика çуртӗнче регион ертӳҫи Радий Хабиров Сауд Аравийӗн Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ, ӑна Сауд Аравийӗн Королӗн Король дворӗн советникӗ Таха Салех Ахмед Мухаммед ертсе пынӑ. Кун йӗркинче — килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетес тата хутшӑнӑвӑн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене аталантарас ыйтусем пулнă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ делегаци представителӗсене республикӑна килсе кайнӑшӑн тав тунӑ.
— Вӑл Раҫҫейпе Сауд Аравийӗ хушшинче дипломати хутшӑнӑвӗсем йӗркеленнӗренпе 100 ҫулхи юбилей ҫулӗнче иртни символла, — тенӗ Радий Хабиров. —Суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсем те хастар аталанаҫҫӗ. Тавар ҫаврӑнӑшӗ ӳсет, пушкӑрт компанийӗсем сауд партнерӗсемпе пӗрле проектсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Кун пек чухне пирӗн хутшӑнӑвӑн потенциалӗ питӗ пысӑк. Хамӑрӑн ресурссене, технологисене тата инвестицисене пӗрлештерсе лайӑх кӑтартусем тума пултарасса шанатӑп.
Сауд Аравийӗн Королӗн Король дворӗн советникӗ Пушкӑртстан ертӳлӗхне ӑшшӑн йышӑннӑшӑн тав тунӑ, республикӑпа хутшӑнусене ҫирӗплетессипе кӑсӑкланнине пӗлтернӗ.
— Визит вӑхӑтӗнче эпир Пишпӳлек районӗнче Карим Хакимов музейне ҫитсе куртӑмӑр, вӑл чӑнах та пирӗн ҫӗршывсем хушшинчи хутшӑнӑва аталантарма пысӑк тӳпе хывнă. Историе тата пирӗн халӑхсене ҫыхӑнтарнӑ ҫынсене асра тытнӑшӑн тавтапуҫ, — тенӗ Таха Салех Ахмед Мухаммед. — Стратегиллӗ характерлӑ конкретлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме усӑ курас текен Пушкӑртстанпа килӗштерсе ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсем те куратпӑр.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн официаллӑ страницинчен.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-15/radiy-habirov-vstretilsya-v-ufe-s-delegatsiey-korolevstva-saudovskaya-araviya-4813747

 

Радий Хабиров Уфара Сауд Аравийӗ Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Уфара Сауд Аравийӗ Патшалӑхӗн делегацийӗпе тӗл пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас