

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Казахстан пуҫлӑхне Касым-Жомарт Токаева Республикӑн Тинӗс-ҫар вӑйӗсем Каспире вӗреннӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ синкерлӗ пӑтӑрмах пирки хурланни ҫинчен янӑ. Кун пирки авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ.
«Хисеплӗ Касым-Жомарт Кемелевич, Казахстанӑн Тинӗс-ҫар вӑйӗсем Каспире вӗреннӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ синкерлӗ пӑтӑрмах пирки тарӑн хурланнине йышӑнсамӑр», — тенӗ хыпарта.
Унсӑр пуҫне Путин вилнӗ ҫар ҫыннисен тӑванӗсене чунтан хӗрхеннӗ сӑмахсене пӗлтернӗ.
https://iz.ru/2173114/2026-09-24/putin-vyrazil-soboleznovaniia-tokaevu-v-sviazi-s-gibeliu-voennykh-na-kaspii